Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXVI пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Нимле хускавсӑр, темле пушшӑн
Тӑрать халь сивӗннӗ тӗнче...
Пуҫтарӑнчӗ, ак, чаплӑ ушкӑн
Пӗр тайлӑк хурӑн айӗнче.
Пӗр шухӑш, пӗр ыйту ҫурать-мӗн
Пуҫа этемӗнне ҫак каҫ.
Миҫе ҫӗр туйӑм чун ҫуратмӗ,
Вӗсем ӑшран тухма васкаҫ:
«Ҫук, ӳкӗнни ӑшра ан юлтӑр,
Вилетпӗр намӑс куриччен.
Куҫран пӑхса тӑшман ан култӑр,
Халь ҫапӑҫатпӑр виличчен».

Ҫӗр тӗлӗрет: канать ир умӗн,
Кӑшт анаслас килет тӗнчен;
Ҫӳҫентермест-тӗр сывлӑш хумӗ
Касса халь Атӑл леш енчен.
Кавруҫӑн ыйӑх ҫук. Чечек
Ҫӗр каҫиччен те куҫ хупман:
Пуҫра пин шухӑш — чун кӳтет.
Мӗн чухлӗ ҫӗр каҫа утман
Вӗсем вӑрман тӳр ҫулӗ тӑрӑх,
Мӗн-мӗн илтмерӗ-ши ката?..
Ыр туйӑм юратушӑн — вӑрӑ:
Вӑрлать илемлӗ вӑхӑта.

Чӑнах та вӑхӑчӗ кӗске,
Кӑвакарма пуҫлать кӗҫ шуҫӑм.
Вара тулать кар янкӑр уҫӑм
Шупка-шупка сенкер тӗспе.
Анчах та Чечекпе Кавруҫшӑн
Ҫитес ир савӑнӑҫлӑ мар.
Вӑл пулӗ икӗ ҫамрӑк пуҫшӑн
Вутран юлайнӑ шел кӑвар:
Пӗр саманта анчах телей
Хӳреллӗ ҫӑлтӑр пек ҫӳрерӗ,
Хӑна пулма та ӗлкӗрмерӗ,
Иртсе лармарӗ тӗпеле.

«Чечекӗм, эс хӑвах куратӑн:
Хура кунсем, ак, сан умра.
Пӗлетӗп: эс пуҫна хуратӑн
Пӗрле пулмашкӑн, ман ҫумра,
Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ паратӑн —
Эс манӑн пурнӑҫ, ман талант.
Манпа пӗрле пӗрмай утатӑн,
Ҫапах, пӗлетӗп, улталан
Хӑвна ху ҫутӑ кун кӗтсе.
Пӗлетӗп: ӗмӗтӳ сан хӑвӑн,
Анчах, хӑратӑп эп, мӗн тӑвӑн,
Илемлӗ шанчӑку пӗтсен?

Чӗкеҫӗм, кай, пытан: ыйтатӑп,
Ҫухал кунтан эс хӑвӑртрах».
«Ҫук, ҫук, Кавруҫ, санпа юлатӑп,
Тен, усӑ парӑп вӑхӑтра».
«Чечекӗм, халь кайма хушатӑп
Эп ушкӑн пуҫӗ ячӗпе.
Ах, кӑмӑл хуҫӑлчӗ-ҫке шатӑрт
Ӑшра тем ларчӗ лӗкӗ пек».
«Кавруҫ, хӗрхен...»
«Ан хирӗҫ, тусӑм,
Мана пит йывӑр, ху пӗлен.
Шӑпа — вал йӗкӗлти. Ан усӑн,
Ун умӗнче ан упален.

Ман арам, сывӑ пул, ан улшӑн,
Кашни кун пултӑр сан шутра.
Чечекӗм, эс килес кун-ҫулшӑн
Ман йӑх тымаррине упра».
Ылханлӑ, вилӗмлӗ сехет
Ҫак вӑхӑтра персе те ҫитрӗ,
Ыр кунсене ӗмӗрлӗхе
Хура пӗркенчӗкпе вӑл витрӗ.
Ытла та йывӑр уйрӑлма,
Пӗччен юлни чуна касать-мӗн...
Пӳрни, пӳрни! Ӑҫта ӑсатмӗ,
Ӑҫта килет пуса хума?

Тӑхта, — те ҫывӑрса тӑранчӗ? —
Таҫта, ав, авӑтать автан...
Кавруҫӑн ушкӑнӗ вӑранчӗ
Шуралнӑ шуҫӑмран малтан.
Канаш тытаҫҫӗ шӑппӑн-шӑппӑн —
Пӗр сӑмахне ан илттӗр ҫил.
Эс пӗлӗт, кур, ан тӑр-ха лӑпкӑ,
Ҫак вӑхӑта эс ту пехил.
Чӑваш ҫынни халь ҫӗн тӗнчешӗн
Пит пысӑк йывӑрлӑх илет.
Тавра, ан пул эс мӗшӗл-мӗшӗл —
Хӑрушӑ вӑхӑт халь килет.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-11 11:11:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3165 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем